Канаш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсенчен иккӗшне ҫак кунсенче юбилей медалӗпе чысланӑ.
Раштавӑн 14-мӗшӗнче «Канашсем» ентешлӗх 25 ҫулхи юбилейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявланӑ. Мероприятие Шупашкарта, Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче, ирттернӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара, хаклӑ ытти хӑна пуҫтарӑннӑ. Уява ҫитнисен йышӗнче Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн депутачӗ В.А. Радин та пулнӑ. Унта вӑл Шупашкар 550 ҫул тултарнине халанланӑ медальсемпе ҫитнӗ. Юбилей медальне Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи, сӑвӑҫ, публицист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, пултарулӑхӗшӗн теприсем ӑна Кӗлпук мучипе танлаштараҫҫӗ, Виталий Сергеев тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 22-мӗш шкула Раҫҫей Паттӑрӗн Николай Гавриловӑн ятне пама йышӑннӑ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Филиппов алӑ пуснӑ. Шкул ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче Кӑкшӑм урамӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1984 ҫулта уҫнӑ.
Николай Гаврилов Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнче 1958 ҫулта ҫуралнӑ. 2002 ҫулта Раҫҫей президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна «Ятарлӑ задание пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн» Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.
Палӑртмалла: Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнчи шкул та Николай Гаврилов ячӗпе хисепленет.
Канаш районӗнче пурӑнакан вӑйпитти хӗрарӑма хӗненӗ. Шар курнин чунӗ куричченех ислетнӗ вӑл. Ал-урине ирӗке янӑскер ҫапса тапса пӗтернӗ. Кунпа та ҫырлахман-ха. Патак ярса илсе унпа хӗненӗ.
Пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑмпа арҫын хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. 45 ҫулти арҫын витӗмлӗ сӑмах тупайман курӑнать, усаллӑхне кӑтартса ал-урине ирӗке янӑ. 41 ҫулти хӗрарӑма чунӗ тухмаллах хӗненӗ вӑл.
Кӑра арҫынна пакунлисем тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ та, арҫынна хальлӗхе суд тенкелӗ ҫине лариайман. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев халӗ малалла пырать. Пакунлисем тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Ун хыҫҫӑн ӗҫе суда ярса парӗҫ.
Мускавран Хусана хӑвӑрт ҫӳремелли автомобиль трасси Чӑваш Енри ултӑ район урлӑ иртӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн транспорт министрӗ Александр Николаев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура пӗлтернӗ.
Автоҫул тӑвас ыйтӑва иртнӗ эрнере Мускавра иртнӗ Транпспорт эрнинче хускатнӑ.
Аса илтерер: «Мускав-Хусан» автоҫулӑн малтанхи икӗ участокне («Мускав — Улатимӗр» тата «Канаш — Хусан») 2021 ҫулхи III-IV кварталсенче проектласа пӗтермелле.
Хӑвӑрт ҫӳремелли трасса Чӑваш Енре 90-а яхӑн километр тӑршшӗ пулӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсем урлӑ иртӗ.
Ҫак уйӑхра Канаш район пульницинче ватӑ ҫынсен пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ. Гериатри пӳлӗмӗ 75 ҫул урлӑ каҫнисене йышӑнать. Ӑна аслӑ ҫулхисем валли «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уҫнӑ.
Гериатри пӳлӗмӗ кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ятарлӑ пулӑшӑва унта 12 ҫынна кӳнӗ те.
Гериатри пӳлӗмӗнче Канаш хулинче, Канаш тата Йӗпреҫ районӗсенче пурӑнакан ватӑсене йышӑнаҫҫӗ. Пӳлӗмре 10 койка вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пресс-служби ӗнентернӗ тӑрӑх, гериатрсем ватӑсен пурнӑҫне лайӑхлатассипе чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Канашри район пульницинче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев пулнӑ. Вӑл учрежденин инфекци тата терапи уйрӑмӗсем епле ӗҫленипе, хирурги уйрӑмне юсанипе паллашнӑ.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитсе курнӑ.
Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, ку Культура ҫурчӗ республикӑра чи инновациллӗ шутланать. Кунашкалли тата 25 ҫурт пулмалла-мӗн. Шӑхасанти культура ҫуртне сусӑр ҫынсем те кӗрсе тухайӗҫ – унта лифт та пур.
Культура ҫуртне тумашкӑн 55 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Унта 300 ҫын вырнаҫмалӑх курав залӗ, кружоксем ӗҫлемелли пӳлӗмсем пур. Кунтах халӑх театрӗ, ветерансен хорӗ, фольклор ушкӑнӗ тата ытти пултарулӑх ушкӑнӗ вырнаҫма пултарӗ.
Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ премьера сцена ҫине кӑларнӑ. Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакль «Мӗн-ши вӑл телей?» ятлӑ. Постановкӑна пьеса авторӗ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Спектакле Наталия Сергеева режиссер хатӗрленӗ. Лирикӑллӑ драма «юрату» сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пирки тепӗр хутчен шухӑша путма хистӗ. «Вӑл кураканшӑн кӑна мар, автор ҫемйишӗн те пысӑк савӑнӑҫ пулӗ», - тенӗ режиссер.
Театр Николай Терентьеван пьесисене пӗрре мар сцена ҫине кӑларнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче 40 пьесӑран кая мар ҫырнӑ. Чӑвашсен паллӑ драматургӗ Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ, 2014 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чӑваш Енре Мускав облаҫне вахта мелӗпе ӗҫлеме кайнӑ виҫӗ арҫын темӗнле шӗвекпе наркӑмӑшланса вилнӗ, тепӗр иккӗшӗ пульницӑра выртаҫҫӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, паян Одинцово хула округӗнчи Часцы ялӗнчи общежитире 55-ри тата 56-ри арҫынсен виллине тупнӑ. Тепӗр виҫҫӗшне, 59-ти, 37-ри тата 27 ҫулти арҫынсене, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Шел те, тухтӑрсем пӗрин пурнӑҫне ҫӑлайман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсенчен пӗри малтанхи кун ҫӳп-ҫап контейнерӗнче пластик кӗленчери темӗнле шӗвеке тупнӑ, ӑна вӗсем ӗҫнӗ. Федераци МИХӗсем ҫак арҫынсем ҫӳп-ҫап уйӑракан предприятире ӗҫленӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем унта Патӑрьел тата Канаш районӗсенчен килнӗ.
Канаш районӗнче юр хыракан машина электричкӑпа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнмасӑр чукун ҫул урлӑ каҫмалли ҫул ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпах электричка пынӑ, юр тасатакан машина каҫса ӗлкӗреймен.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, КамАЗ водителӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра электричкӑра пассажирсем пулман.
Палӑртса хӑварар: юлашки кунсенче республикӑра юр хыракан машинӑсем ӗҫе тухнӑ.
Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем, тата тӗрӗсрех каласан, тыр-пул туса илекенсем, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра хытах нушаланни вӑрттӑнлӑх мар. Тар такса ӳстернӗ тыр-пула тӗшӗлӗсе кӗртнипех ӗҫ вӗҫленмест-ҫке. Ӑна типӗтмелле. Сушилкӑсем вара пур хуҫалӑхра та ҫук.
Канаш районӗнчи «Родина» хуҫалӑхра кӑҫал конвейер йышши сушилкӑна хута янӑ. Унпа халӗ усӑ кураҫҫӗ ӗнтӗ.
Ҫӗнӗлле сушилкӑпа паллаштарас тесе республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисене маларах каланӑ хуҫалӑха пухнӑ. Асӑннӑ оборудование Воронежра туса кӑлараҫҫӗ иккен. Хальхи вӑхӑтра ытти хуҫалӑхра шахта, бункер тата каруҫҫел йышшисемпе усӑ кураҫҫӗ. Конвейерли хӑвӑрт, пӗр пек тата хӑвӑрт типӗтет, энергие те перекетлӗ тӑкаклать тесе ӗнентереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |